Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисен хӑтлавне ирттерчӗҫ. Ӑна библиотека ырӑ йӑлана пӑхӑнса тӳрӗ эфирта ирттерчӗ. Хӑтлава Ютубра пӑхма май килчӗ.
Любовь Федорова — Елчӗк районӗнчен тухнӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑ. Вӑл 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗр ҫул вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче агронома вӗреннӗ, анчах пӑрахнӑ. 1980 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче пӗлу илнӗ. Кайран вӑл Шупашкарти шкулсенчен пӗрне ӗҫе вырнаҫнӑ. Любовь Федоровӑн «Йӳҫӗ пыл» ятлӑ малтанхи кӗнеки 1992 ҫулта пичетленнӗ. Пӗр пиллӗкмӗш классенче вӗреннӗ чухне Мария Волкован кӗнекине хавхаланса вуланине аса илчӗ. Хӑйӗн малтанхи хайлавӗсене район хаҫатӗнче ҫеҫ мар, республикӑри литература журналӗсенче пичетленӗ. Вӑл — сакӑр кӗнеке авторӗ. Сӑвӑсем, калавсем, юптарусем ҫырать.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Балтаев (ӑна Палтай Микуҫӗ тенипе те пӗлеҫҫӗ) Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Николай Балтаев 1963 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Питтӗпел ялӗнче ҫуралнӑ. Чулхула облаҫӗнчи Павловӑри ӳнерпе ремесла училищинче, Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ ӳнер-промышленноҫ аслӑ училищинче вӗреннӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе тата тӗнӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ медаль, укҫа тата ытти те ӑсталассипе ҫине тӑрать.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра ҫичӗ хутчен пушар алхаснӑ. Улатӑр хулинче, Вӑрнар тата Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чух инкек тухнӑ.
Пӳрт-ҫурт ҫуннӑ тӗслӗхсем те пур. Канаш районӗнчи Матькасси ялӗнчи Ҫӗнтерӳ урамӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пушар алхасма тытӑннӑ. Мунча, пурӑнмалли ҫурт, хуралтӑсем кӗлленнӗ, кӳршӗсен ҫурчӗ сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шешкенер ялӗнче пушарта мунча ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ирхи 5 сехет тӗлӗнче Шупашкарти коллективлӑ пахчасенчен пӗринче дача ҫурчӗ хыпса илнӗ.
Ӗнерех Ҫӗрпӳ хулинче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре унти Чапаев урамӗнче гараж ҫунма тытӑннӑ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан икӗ каччӑ салтака каяссишӗн хыпса ҫунман. Халӗ вӗсене ҫавӑншӑн суд тусах явап тыттарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 тата 22 ҫулсенчи икӗ каччӑ ҫар ретне тӑма юрӑхлӑ пулнӑ. Сывлӑх ҫирӗппине, ҫӗршыва хӳтӗлеме пултарнине тухтӑрсем палӑртнӑ.
Салтака юрӑхлӑ каччӑсене 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар комиссариантне чӗнсе повестка тыттарнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитнӗ, анчах каччӑсем ҫар комиссиариатне пыман.
Салтакран тарса ҫӳреҫҫӗ тесе вӗсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫартан пӑрӑнма пӑхнӑ каччӑсене суд 20 тата 25-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Маларах Ҫӗмӗрлери каччӑна явап тыттарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Алкукасси ялӗ ҫывӑхӗнче пушар алхаснӑ. Унта 70 гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑма тӑватӑ техника сӳнтернӗ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах кӑнтӑрла Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра та пушар пулнӑ. Унта вара ҫӳп-ҫап чӗртсе янӑ, ҫулӑм тин тырӑ вырнӑ уй ҫине куҫнӑ. Пӗтӗмпе ҫур гектар лаптӑк ҫуннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта та икӗ пушар пулнӑ. Тӗп хулара ҫӳп-ҫап ҫуннӑ.
Вырма пуҫлансан Чӑваш Енре комбайн ҫунса кайнине пӗлтернӗччӗ. Елчӗк районӗнче ӑна пула 15 гектар ҫинчи урпа кӗле ҫаврӑннӑ. Комбайна, телее, упраса хӑварма май килнӗ ун чухне. Уй-хирте каллех пӑтӑрмах пулнӑ. Хальхинче – Йӗпреҫ районӗнче.
Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫирӗклӗ ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра вырнӑ хыҫҫӑн юлнӑ тырӑ тунисем ҫуннӑ. Пӗтӗмпе – 0,25 гектар.
Пушар комбайна пула тухнӑ. Техникӑн кӑлтӑксем пулнине палӑртнӑ. Шӑпах ӑна пула ҫулӑм тухнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн сити-менеджер тилехепине вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шанчӗҫ. Унччен вӑл райадминистрацире пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Елчӗк районӗнче ҫуралнӑскер Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре чылай ҫул ӗҫленӗ.
Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫлӑх пулма республика шайӗнче сӗннӗ кандидата тишкернӗ. ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федоров ертсе пыракан комисси Владимир Мустаева сити-менеджер пулма сӗннӗ. Анчах районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем яхӑнне те яман. 17 депутатран 6-шӗ ҫеҫ Владимир Муставшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара вӑл тивӗҫе пурнӑҫлакан пулса юлнӑ.
Пуҫлӑха авӑн уйӑхӗн суйлав хыҫҫӑн ҫеҫ палӑртӗҫ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта пирӗн республикӑра пневмонипе 6 556 ҫын чирленӗ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан ҫакӑ 2,1 хут ӳснӗ, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуринчен 2,5 хут нумайланнӑ. Ҫак цифрӑсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.
Вирус пуҫарнӑ пневмонипе 1 351 ҫын чирленӗ. Бактери пневмонийӗ 1 902 пациента ҫакланнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче пневмонипе пӗлтӗрхи ҫав уйӑхринчен 5,7 хут ытларах чирленӗ. Кӑшӑлвируса пула пуҫланнӑ пневмонипе чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар, Канаш, Тӑвай районӗсенче уйрӑмах нумай шута илнӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хир пушаннӑ май кӗрхисем валли ҫӗр хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе 45,4 пин гектар сухаланӑ.
Сӑмах май, республикӑри 11 районта вырмана тухнӑ. Паянхи кун тӗлне илсен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 4,7 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ, тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 36,1 центнер тухать. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр гектартан 26,2 центнера ларнӑ.
Елчӗк районӗнче ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ, Куславккапа Хӗрлӗ Чутай районӗсенче пахча ҫимӗҫ пухса кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ.
Хуҫалӑхсем выльӑх апачӗ хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑкран утӑ, сенажпа силос хатӗрлеҫҫӗ. Муркаш районӗнче витаминлӑ утӑ ҫӑнӑхӗ 170 тонна янтӑланӑ.
Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ ҫывӑхӗнче хирте тӑр кӑнтӑрла вут-ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушарта 15 гектар урпа ҫунса кайнӑ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫалӑх комбайнӗ хирте ӗҫленӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, хир карапӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Комбайна ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем ҫавӑн пекех 90 ытла гектар ҫинчи тырра ҫӑлса хӑварнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 966 хутчен тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» 23 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Инкексенче 32 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 44-ӑн суранланнӑ, 46 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |